Автономное учреждение дополнительного образования "Cпортивная школа "Локомотив"

                                города Канаш Чувашской Республики

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт уявне вăйлă яшсемпе хĕрсем илемлетрĕç

02 декабря 2011 г.

Спорт уявне вăйлă яшсемпе хĕрсем илемлетрĕç

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин тытăмне кĕрекен çĕр-шыври чи лайăх аслă шкулсенчен пĕринче кире пуканĕ спорчĕ чăннипех те хисепре. Кунтан вĕренсе тухнă СССР тата Раççей спорт мастерĕсенчен техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Иван Фадеев, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов, Шупашкар районĕнчи агроном Николай Шалтыков, Елчĕк районĕнчи Юрий Кужиковпа Александр Евграфов, Вăрмар районĕнчи Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Агеев, Патăрьел районĕнчи Алексей Алексеев, Андрей Люкин, Вячеслав Павлов, Канаш районĕнчи Чакаç ялĕнчи Александр Чернов тата ытти хăш-пĕр атлет хăй вăхăтĕнче федераци Атăлçи округĕн чемпионачĕсенче, студентсен Пĕтĕм Раççейри Универсиадисенче малти вырăнсене йышăннă. Тĕнче спорт мастерĕ, 1992 çулхи Европа чемпионĕ Борис Николаевич Глинкин доцент çулленех тĕнчери ăмăртусенче тĕрлĕ медаль çĕнсе илет.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ 80 çул тултарнине тата чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» ятпа çĕнĕрен тухма пуçланăранпа 20 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри XXVIII турнира çĕр-шывăн ултă регионĕнчи 160 атлет хутшăнчĕ. Раççей пăхаттирĕсемпе вĕсен тренерĕсене тата хисеплĕ хăнасемпе сумлă ветерансене савăнăçлă парадра Чăваш Республикин физкультура, спортпа туризм министрĕ Анатолий Николаев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ -тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Варсанофьев, Тутарстанри чăвашсен «Пăлхар» обществăпа культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи, «Тус» строительство кампанийĕн директорĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Викторовпа Валерий Филимонов тата ыттисем ăшшăн саламларĕç.

Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнче хĕрсен ушкăнĕнче академи студенткисем - хăй вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи спорт шкулĕнче вĕреннĕ Вера Николаева, Екатерина Козлова тата Елизавета Еремеева уйрăмах палăрчĕç. Вĕсем пурте хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăн йышăнса ылтăн медале тата «Хыпар» хаçатăн парнине тивĕçрĕç. Абсолютлă чемпионка ята çĕнсе илнĕ республика рекордсменки Катя Козлова 16 килограмлă пĕр пукана малтан сылтăм, унтан сулахай алăпа 238 хут сулласа çĕклерĕ. Питĕ лайăх кăтарту!

Вун сакăр çултан кĕçĕнрех яшсем хушшинче те академи студенчĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Василий Наумов чи лайăх результат кăтартрĕ. Вăл 24 килограмлă икĕ снаряда кăкăр çинчен 93 хут тĕртрĕ, пĕр пукана пĕр алăпа 108 хут сулласа çĕклерĕ. Яшсемпе хĕрсен ушкăнĕсенче тĕрлĕ виçесенче тата ушкăнра ăмăртса çавăн пекех Сергей Иванов /Канаш/, Сергей Беловпа Федор Узяков /Çĕмĕрле районĕ/, Александр Кипятков /Патăрьел районĕ/ ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Дмитрий Козловпа Андрей Николаев палăрчĕç.

Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕн вун çичĕ çулти пăхаттирĕ Александр Павлов та яшсен ушкăнĕнче ăмăртма пултарнă. Хальхинче вара вăл çитĕннĕ атлетсемпе 32 килограмлă снарядсем çĕклессипе тупăшрĕ. Маттур, Саша! Вăл йывăр икĕ пукана кăкăр çинчен 80 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 120 очко пухрĕ те 85 килограмчченхи виçере пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Раççей спорт мастерĕ Сергей Соловьев халĕ Чулхулари инженери çарĕсен институтĕнче вĕренет, офицер пулма ĕмĕтленет. Виçĕм çул Раççейри яшсен рекордне çĕнетнĕччĕ. Хальхи турнирта вăл икĕ енлĕ кĕрешÿре 168,5 /113Ç55,5/ очко пухрĕ, 68 килограмчченхи виçере пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, тĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Çирĕм çулти каччăн çак çитĕнĕвĕсем - пирĕн республикăн çĕнĕ рекорчĕсем. 19 çултан аслăрах атлетсен хушшинче ăмăртса çавăн пекех Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ Александр Кудряшовпа Улатăрти 95 килограмлă пăхаттир Евгений Кочетков питĕ лайăх результатсем кăтартса республика рекорчĕсене çĕнетрĕç.

Петр СИДОРОВ,

Раççей Федерацийĕн физкультурăпа

спорт отличникĕ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ, Александр МИХАЙЛОВ, Валерий ЖЕЛЕЗНЯКОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика