Автономное учреждение дополнительного образования "Cпортивная школа "Локомотив"

                                города Канаш Чувашской Республики

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслашшĕсемпе амăшĕсен ырă тĕслĕхĕ

23 ноября 2012 г.

Кăçалхи турнирта помост çине 40 çултан аслăрах вăтăр икĕ спорт ветеранĕ тухрĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ, тăватă ача амăшĕ Алевтина Евграфова çĕнтерчĕ. Пĕр пăтлă пукана /16 килограмм/ Мăкăр ялĕнче çуралса ÿснĕ Алевтина Никитична малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа сулласа 145 /!/ хут çĕклерĕ.

40-59 çулсенчи арçынсем 24 килограмлă кире пуканĕ йăтассипе тупăшрĕç. Абсолютлă чемпионăн ятне Вăрнар районĕнчи Катăш ялĕнчи пăхаттир Николай Данилов çĕнсе илчĕ. Вăл икĕ снаряда кăкăр çинчен 67 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 139 очко пухрĕ, хăй пурнăçĕнче пуçласа ылтăн медале тивĕçрĕ. Çăмăлрах виçесенче Канаш хулинчи саппасри офицер Сергей Калашников, Шупашкарти культурăпа искусство институчĕн доценчĕ Николай Алексеев, Комсомольски районĕнчи ĕçпе спорт ветеранĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденăн кавалерĕ Василий Голландцев тата Мордва Республикинчи Сергей Васюнькин уйрăмах палăрчĕç.

60 çултан аслăрах асатте-мучисем хĕрсем пекех пĕр пăтлă пукан йăтассипе тупăшрĕç. Кама кăна курмарăмăр пулĕ кунта: Тăвай районĕнчи сумлă учитель-ветеран, СССР спорт мастерĕ, чăваш атлечĕсенчен чи малтан çĕр-шыв чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Альфред Пимулин, Куславккари мăн асатте, виçĕм çул Финляндире 70 çултан аслăрах ветерансен ушкăнĕнче ылтăн медале тивĕçнĕ Бронислав Чернов, Ульяновск облаçĕнчи мухтавлă йывăр атлет Касим Гилязетдинов, Мари Республикин чемпионĕ Аркадий Силин, тĕнчен виçĕ хут чемпионĕ Анатолий Павлов /Шупашкар районĕ/, Канаш хулинче пурăнакан Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Понихидкин тата унăн тахçанхи юлташĕ, Самар облаçĕнчи Кушкă районĕнчи чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, хĕрĕх çул каялла Киров облаçĕнче тĕпленнĕ Петр Пайдоверов, Тутарстанри Павлă районĕнчи Усăллă /Алексеевка/ ялĕнчи физикăпа математика учителĕ, 1993 çултах тĕнче спорт мастерĕ пулнă Иван Стекольников тата ытти пăхаттир-асатте. Çакăн пек вăйлă ушкăнра чăваш халăх хаçачĕн тĕп парнине «тимĕр вăййипе» вун-вун çул туслă, хăть мĕнле çанталăка та пăхмасăр, пурне те, ватти-вĕттине те ырă тĕслĕх кăтартса кулленех тренировкăна тухакан Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Раççей спорт мастерĕ, 68 çулти Владимир Шуряков çĕнсе илчĕ. Канашри Владимир Понихидкинпа Тутарстанри чăваш пăхаттирĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тĕнче чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă Иван Стекольников иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Чĕрĕк ĕмĕр каялла пирĕн юратнă хаçатăн Пĕтĕм Раççейри турнирĕнче абсолютлă чемпионăн ятне çĕнсе илнĕ тĕнчипе паллă атлет Юрий Карпов та ăмăртусенче тахçанхи юлташĕсемпе пĕрле вăй виçмеллеччĕ. Вăл вара хăйне евĕрлĕ кăсăклă шоу кăтартса спорта юратакан çĕр-çĕр çынна тĕлĕнтерчĕ - 18 килограмлă кире пуканне 30 минутра пĕр алăран тепĕр алла темиçе хутчен куçарса 785 хут çĕклерĕ. Çак кăтарту - çĕр-шывăн рекорчĕ.

Хăш-пĕр сумлă ĕçпе спорт ветеранĕ тĕрлĕ сăлтава пула хальхинче помост çине тухмарĕ. Апла пулин те юлташĕсем, çĕр-шывĕпе паллă атлетсем мĕнле ăмăртнине курма канмалли кунсенче ятарласа Ял хуçалăх академийĕн залне килнĕ. Кунта эпир чи малтан Елчĕк районĕнчи вăрçă ветеранне, Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçленĕ Олимпий Сазонова, Çĕмĕрле районĕнчи Пилешкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, 40-45 çул каялла республика чысне «Урожай» ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин Тĕп канашĕн чемпионачĕсенче хÿтĕленĕ, тивĕçлĕ канăва Чăваш АССР ял хуçалăх министерствин «Зооветснаб» пĕрлешĕвĕн ертÿçинче ĕçлесе тухнă Юрий Игнатьева, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи спорт мастерĕсене Владимир Ульяновпа Юрий Бронюкова, Мускав автоçул институчĕн Шупашкарти филиалĕн деканне, СССР спорт мастерне Иван Фадеева тата ытти сумлă çынна асăрхарăмăр.

Вун сакăр çултах - абсолютлă чемпион

Иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш варринче республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă, Чăваш Ен чысне Пĕтĕм Раççейри турнирсенче хÿтĕленĕ спортсменсенчен ытларахăшĕ сарлака хул-çурăмлă, тĕреклĕ арçынсем шутланнă. 80-мĕш çулсенче «Коммунизм ялавĕ» /1991 çултанпа «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пынă малтанхи турнирсенче палăрнă Улатăрти Николай Голюшевпа Валерий Притуленко, Канаш хулинчи Владимир Понихидкин, Куславккари Бронислав Чернов, Тăвайри паллă педагог, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, СССР спорт мастерĕ Альфред Пимулин, Патăрьелти апат-çимĕç комбиначĕн директорĕ Федор Моисеевпа «Труд» колхозри Николай Трифонов 30-40 çулсенчи арçынсем пулнă. Вăл вăхăтра хула-ялсенчи спорт шкулĕсенче кире пуканĕ спорчĕн уйрăмĕсене ниçта та уçман, «тимĕр вăййине» юратакан яшсемпе тата хĕр ачасемпе ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем ĕçлемен.

10-15 çул каялла тинех Елчĕк, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсенчи, каярахпа Шупашкар хулинчи «Энергия» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче кире пуканĕ спорчĕн уйрăмĕсем е ятарлă филиалĕсем уçăлчĕç. Юлашки çулсенче çавăн пекех Етĕрнере, Куславккара, Йĕпреçре, Тăвайра тата Канаш хулинче уçăлнă физкультурăпа сывлăх комплексĕсенче /ФОК/ тренерсем кире пуканĕ йăтакансен секцине йĕркелерĕç. Çавăн хыççăн пултаруллă та вăйлă çамрăк атлетсем 15-19 çултах Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăрма тытăнчĕç. Вĕсенчен чи хастаррисемпе хăюллисем спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç.

Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнчи пĕр урамри кÿршĕ ачисем Сергей Соловьевпа Александр Павлов кире пуканĕ спорчĕпе вун тăватă çултах спорт шкулĕн тренерĕ Олег Федоров пулăшнипе туслашнă. 2008 çулта Олег Николаевичăн вĕренекенĕсем вун улттăри Сергей Соловьевпа Кĕçĕн Таяпа каччи, Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Виталий Семенов «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пынă XXV турнирта хăйсен виçисенче пуçласа ылтăн медале тивĕçрĕç. Каярах вĕсем иккĕшĕ те Раççей спорт мастерĕн виçине тултарчĕç. Сергей Соловьев 2009-2011 çулсенче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирсенче çĕнтерчĕ. Шел те, Санкт-Петербургри аслă çар техника университечĕн курсанчĕ хальхинче Чăваш ял хуçалăх академийĕн залĕнче иртнĕ турнира хутшăнаймарĕ.

Кире пуканĕ спорчĕн юбилейне халалланă турнирта чăваш каччисенчен пуринчен те ăнăçлăрах Европа чемпионĕн Сергей Соловьевăн ентешĕ тата çывăх юлташĕ, академи студенчĕ Александр Павлов ăмăртрĕ. Вун сакăр çулти йăрăс пÿллĕ вăйлă каччă 78 килограмлă виçере икĕ пăтлă икĕ снаряда кăкăр çинчен 114 хут тĕртрĕ, нумай енлĕ кĕрешÿре 178 очко пухрĕ. Çак кăтартусем - республикăн çĕнĕ рекорчĕсем. Чи çăмăл виçере те Елчĕк районĕн каччи, О.Н.Федоровăн тепĕр вĕренекенĕ, вун çичĕ çулти Николай Николаев çĕнтерчĕ. Унăн кăтартăвĕ спорт мастерĕн нормативĕпе танлашать. Ытти виçере «Хыпар» хаçатăн тĕп парнисене Йĕпреç районĕнчи Пучинкере çуралса ÿснĕ, халĕ Санкт-Петербургри аграри университечĕн аслă преподавателĕ, тĕнче спорт мастерĕ Владимир Петров, Киров облаçĕнчи Александр Трапезников, Кÿкеç поселокĕнчи Дмитрий Серапионов, Ульяновск облаçĕнчи чăваш каччи Валерий Тибиркин тата çар служащийĕ, тĕнче спорт мастерĕ Олег Щербин çĕнсе илчĕç.

Пикесем “тимĕр вăййипе” кăсăкланаççĕ

Мĕнпе илĕртет-ха пикесене кире пуканĕн спорчĕ? Турнир çĕнтерÿçин Вера Николаевăн /63 килограмчченхи виçере/ çемйинче арçынсем спортăн çак тĕсĕпе интересленеççĕ, апла пулсан мĕнле ан илĕрттĕр-ха ăна вăл? “Вĕсем пултараççĕ, эпĕ вара мĕнрен кая”, - çунатланнă çамрăк хĕр. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕрсен унăн шухăшĕ тата çирĕпленнĕ: кунта кире пуканĕн спортне аталантаракан пултаруллă тренерсем ĕçлеççĕ-çке. Тĕнче класлă спорт мастерĕ Борис Глинкин ертсе пынипе Вера чылай ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.

Борис Глинкин патĕнче ăсталăха аталантаракан Екатерина Козлова та хăйĕн виçинче пĕрремĕш пулчĕ: 16 килограмлă кире пуканне 254 хут çĕклесе Чăваш Ен рекордне çĕнетрĕ. Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕскерĕн пĕрремĕш тренерĕ - Кĕçĕн Таяпари шкул директорĕ Михаил Скворцов. Екатерина Раççейри ăмăртусенче те палăрма ĕлкĕрнĕ: Раççей чемпионачĕн призерĕ, РФ аграри аслă шкулĕсен Универсиадин çĕнтерÿçи. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта та малти вырăна тухнă.

Йĕпреç районĕнчи Пучинкере çуралса ÿснĕ Джанита Павлова, Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен 8-мĕш ăмăртăвĕн çĕнтерÿçин тата Европа кубокĕн чемпионкин ятне тивĕçнĕскер ку хутĕнче иккĕмĕш пулчĕ.

68 килограмчченхи виçере çĕнтерÿçĕн ятне кăçал та Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентки, спорт мастерĕн кандидачĕ Елизавета Еремеева тивĕçрĕ. Ульяновск облаçĕнчен килнĕ 22 çулти Наталья Аракчеева ку хутĕнче иккĕмĕш пулчĕ /пĕлтĕр виççĕмĕшчĕ/.

Канаш районĕнчи Татьяна Михайловăпа Елчĕк тăрăхĕнчи Мария Никитина хăйсен виçисенче мала тухрĕç. Ăмăртура çĕнĕ ятсем те палăрчĕç.

Киров облаçĕнчен килнĕ 10 çулти Наташа Сумцова пурне те тĕлĕнтерчĕ: унран аслăраххисем 16 килограмлă кире пуканне 49-58 хут çĕклерĕç пулсан вăл 8 килограмлине 175 хут йăтрĕ. Ăсталăха иккĕмĕш çул туптаканскер облаçре иртекен темиçе ăмăртăва хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Çамрăк спортсменăн кукашшĕ /вăлах унăн тренерĕ/ Петр Егорович Пайдоверов спорт ветеранĕ каланă тăрăх - кăçалхи юпа уйăхĕнче Кировра иртнĕ турнирта Наташа 6 килограмлă “тимĕре” 20 минутра 425 хут çĕклеме пултарнă. “Мĕншĕн спортăн çак тĕсне суйласа илтĕн? - ыйтрăм унран. - «Кукаçи пек вăйлă пулас килет”, - терĕ хăюлланса. Тĕрĕссипе, Наташа малтан фигурист пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах икĕ çул каялла ÿксе аманнă хыççăн кукашшĕ патне тренировкăсене çÿреме пуçланă.

Çамрăк пăхаттирсен вăйĕ - иксĕлми

18 çултан кĕçĕнрех çамрăк пăхаттирсем 24 килограмлă икĕ “тимĕре” кăкăр çинчен тĕртсе тата пĕр пукана сулласа çĕклерĕç. Помост çине малтан 58 килограмлă яшсем тухрĕç.

Йĕпреç районĕнчи Андрей Кузьмин икĕ енлĕ кĕрешÿре 124 очко пухса мала тухрĕ. Шупашкарти 4-мĕш училищĕре вĕренекен Василий Родионовпа Дмитрий Веков /Елчĕк/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç.

Тепĕр виçере Йĕпреç каччи Владимир Иванов 140 очко пухса мала тухрĕ. Игорь Кукушкин /Етĕрне/ лайăх кăтартусемпе палăрчĕ пулин те иккĕмĕш вырăна кăна çĕнсе илчĕ.

Ăмăртура кашни çул палăрнă Елчĕксем ку хутĕнче те çивĕч тупăшрĕç. Çакна Виктор Семеновпа Алексей Кожевников та мала тухса ĕнентерчĕç. Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Михаил Исак та вĕсенчен юлмарĕ.

73 килограмчченхи виçере Шупашкарти “ЖБК-9” предприятире ĕçлекен Максим Морозов çĕнтерчĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 170 очко пухрĕ. Иккĕмĕш вырăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Алексей Алексеев çĕнсе илчĕ. Сергей Бакашин, “тимĕр вăййисен” турнирне сахал мар хутшăннăскер, Чăваш Ен чемпионатĕнче виççĕмĕш пулчĕ.

Патăрьел каччи Александр Кипятков, халĕ Канашри техникумра вĕренекенскер, пĕлтĕрхи кăтартăвне лайăхлатрĕ: 214 очко пухса хăйĕн виçинче Чăваш Ен рекордне çĕнетрĕ. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Александр Федоровпа Етĕрне районĕн каччи Анатолий Мефодьев ăна çитеймерĕç пулин те - призерсен йышĕнче. Киров облаçĕнчен килнĕ яшсем те пирĕн спортсменсенчен кая мар. Хăйсен виçисенче Алексей Хазиков - пĕрремĕш, Дмитрий Талалаев иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

85 килограмран ытларах виçере ăмăртакансен йышĕнче малти вырăнсене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Владислав Ивановпа Дмитрий Можаев тата Александр Иванов /Канаш хули/ тухрĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика